РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 37-ри тата 41 ҫулти пиччӗшӗпе шӑллӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 37-ри арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна-кӑна пӑхса тӑман – мотоблок рулӗ умне ларнӑ. Прицепӗ ҫине вара пиччӗшӗ вырнаҫнӑ. Вӑл та урӑ пулман.
Мотоблок рулӗ умӗнче ӳсӗр ҫын ларнине участковӑй асӑрханӑ. Хайхискер транспорта чарнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗне вара ку килӗшмен, кӑмӑлсӑрланнӑскерсем участковӑй ҫине сиксе ӳкнӗ, ӑна ҫапнӑ.
Ҫапах пуҫтах пиччӗшӗпе шӑллӗне шалти ӗҫсен пайне илсе ҫитернӗ. 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Савнисем ҫынсенчен аякра, хӳмере, канма шутланӑ. Анчах ку инкекле ҫаврӑнса тухнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн пӗлӗшӗ Сӑр тӑрӑх кимӗпе Ҫӗмӗрле тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен чиккине ишсе ҫитнӗ. Арҫыннӑн унта хӳшӗ пулнӑ. Ҫак вырӑнта темиҫе ҫухрӑмра та никам та пурӑнмасть.
Тепӗр кунхине арҫынпа хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ. Самаях ӳсӗрӗлнӗ пулмалла – хӗрарӑм ҫыранран ӳксе юханшыва чӑмнӑ. Унта вара тӗпӗнче юшкӑн, хӗрарӑм кӗрсе ларнӑ та шывпа чыхӑнса вилнӗ.
Телефонсем вара хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑ, ҫавна май арҫын ниҫта та шӑнкӑравлайман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын ҫавӑнтах пулнӑ, савнин виллине куҫран ҫухатас темен.
Инҫех мар ҫынсем кимӗпе ишнӗ, мотор сивӗтес тесе шӑпах ҫав вырӑнта чарӑннӑ. Ҫавӑн чухне тин арҫын йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗнле вилнине тӗпчеҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр хӗрарӑм хӑйӗн килӗ ҫумӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарса ярас тенӗ те сарӑмсӑр вилнӗ.
Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. 66 ҫулти хӗрарӑм пахча хыҫӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫулӑм ялкӑшнӑ май ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ вӑхӑтрах вилнӗ. Унӑн виллине каҫхине тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлениййӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака каясран тарса ҫӳренӗ.
Следстви версийӗпе килӗшӳллӗн, ҫак каччӑ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ. Анчах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен повестка килнӗ пулсан та ҫар комиссариатне тӑватӑ хутчен пыман. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара медицина комиссийӗ витӗр тухмасӑрах ҫар комиссариатӗнчен тухса утнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра салтакран тарса ҫӳрекенсен йышӗ чакнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр унашкаллисен тӗлӗшпе 3 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 2011 ҫулта – 38.
Канаш районӗнче пурӑнакан арҫынна, ачана тапӑннӑскере, суд юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл килте ӳсӗр пулнӑ. 5 ҫулти хӗрачан амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ, ку вара пӗчӗкскере тапӑнса ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче хӗрачапа психика-диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ваннӑйӗнче вилнӗ. Инкек шыва ӳкнӗ телефона пула сиксе тухнӑ.
Ҫав кун хӗрача ванна кӗме кайнӑ, хӑйӗпне пӗрле телефон илнӗ. Ӑна вӑл заряд илме лартнӑ.
Тахӑш самантра зарядкӑри телефон хӗрачан аллинчен шуса тухса шыва ӳкнӗ. Ҫапла майпа шкул ачи сывлама пӑрахнӑ.
Кунашкал инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача телефона шыва асӑрханмасӑр ӳкернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинчи Кӑнтӑр урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ арҫын обой ҫыпӑҫтарнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем ӗҫленӗ вӑхӑтра эрех те ӗҫкеленӗ.
Обой ҫыпӑҫтарса пӗтерсен хваттер хуҫи, 54 ҫулти арҫын, ваннӑйне ҫӑвӑнма кайнӑ. Ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра вӑл хупӑ алӑк урлӑ тусӗпе калаҫнӑ. Кӑштахран юлташӗ ваннӑйран сасӑ илтӗнме пӑрахнине асӑрханӑ та унта кӗрсе пӑхнӑ.
Тусӗ ваннӑйне кӗрсен хваттер хуҫи вилнине курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ваннӑра шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе пулманнине уҫӑмлатӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви упраленийӗ пӗлтерет.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Пушарта 48 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 44-ри пӗлӗшӗ ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Халӗ ку инкек тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм тӗпелтен тухнӑ. Ҫак тӗслӗхре ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни ҫирӗпленнӗ. Следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ, суд экспертизисем ирттерӗҫ. Пушар газ плитипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хӑйӗн арӑмне мӑшкӑлланӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын 19 ҫулти ҫамрӑк арӑмӗпе вӑхӑтлӑха пӗрле пурӑнман. Вӗсем пӗрмай хирӗҫнӗ, ҫавӑнпа пӗр килте кун кунламан. Нумаях пулмасть, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, арҫын арӑмне тапӑннӑ. Вӑл ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса гараж боксӗсем патне илсе кайнӑ.
Гаража ҫитсен упӑшки арӑмӗ хирӗҫленине пӑхман, вӑйпах ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, мӑшкӑлланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Вӑл нацизма реабилитациленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хальхинче ӑна ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн килӗнче шырав ирттернӗ, шӑпах ҫавӑн чухне юраман сӑнӳкерчӗксем, 18 ҫул тултарман ачасен порнографи сӑнӗсене, тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, блогер 2016 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2018 ҫулхи юпаччен торрент-программӑпа усӑ кура ача-пӑча порнографине сарнӑ. Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе 2018 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ информацие вырнаҫтарнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |